2007
Çулталăк
Çулсем |
---|
2003 • 2004 • 2005 • 2006 — 2007 — 2008 • 2009 • 2010 • 2011 |
Вуннăçуллăхсем |
1980-мĕш • 1990-мĕш — 2000-мĕш — 2010-мĕш • 2020-мĕш |
Ĕмĕрсем |
XX ĕмĕр — XXI ĕмĕр — XXII ĕмĕр |
Çулталăк ячĕсем
тӳрлет- Тутарстанра — ыр кăмăллăх çулталăкĕ.
- Чăваш Енре — ача çулталăкĕ.
Пулса иртнĕ
тӳрлет- Кăрлач, 9 — Иракра Багдад хулинче Ан-26 самолёт персе аннă. 34 çын вилнĕ, пĕри самай вăйлă аманнă.
- Пуш, 6 — Суматра утравĕ çинче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртрĕ. Хăвачĕ Рихтер шкали тăрăх 6,3 баллпа танлашнă.
- Ака, 7 — Чарльз Симони, пиллĕкмĕш космос турисчĕ, космоса вĕçсе кайнă.
- Ака, 21 — Кăнтăр Королинăра иртекен авиашоу вăхăтĕнче F/A-18 «Хорнет» истребитель персе аннă. Лётчикĕ вилнĕ.
- Ака, 21 — Чарльз Симони, пиллĕкмĕш космос турисчĕ 16 сехет те 30 минутра Çĕр çине таврăннă.
- Çурла, 1 — АПШра вырăнти 18:05 вăхăтра Миннеаполис хулинчи Мисиссипи урлă хывнă кĕпер персе аннă. 7 çын вилнĕ, 50 ытла аманнă.
- Çурла, 2 — Конгора 7 пуйăс вакунĕ рельс çинчен тухса кайнă пирки 100 ытла çын вилнĕ.
- Çурла, 2 — Сахалин çурутравĕнче вырнаçнă Невельск хули çывăхĕнче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ.
- Çурла, 14 — Иракри Кахатани пĕчĕк хулара бензин турттаракан тăватă машина сирпĕтнĕ хыççăн 250 çын вилнĕ, 350 çын патнелле суранланнă.
- Çурла, 16 — Перу çыранĕсем патĕнче Лăпкă океанра 7,9 балл хăватлă çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. 387 çын вилнĕ, пин ытла суранланнă.
- Çурла, 31 — Рио-де-Жанейро патĕнче икĕ пуйăс пырса çăпăннă. 8 çын вилнĕ, 70 çын аманнă.
- Авăн, 16 — Таиландри Пхукет аэропортĕнче самолёт ларайман, хуçăлса арканса кайнă. 128 çынран 88 ытла вилнĕ.
- Юпа, 13 — Днепропетровск (Украина) хулинчи 9 хутлă çуртра газ сирпĕннĕ. 23 çын пурнăçĕ татăлнă.
- Чӳк, 14 — Чилинче çĕр чĕтренсе илнĕ. Хăвачĕ 7,7 балпа танлашнă, эпицентрĕ Сантьягоран 1260 çухрăмра çурçĕрелле вырнаçнă пулнă. Икĕ çын вилнĕ, çĕр ытла аманнă.
Çуралнă
тӳрлетВилнĕ
тӳрлет- Пуш, 2 — Анри Труайя, паллă Франци çыравçи.
- Ака, 23 — Ельцин Борис Николаевич.
- Çĕртме, 14 — Курт Вальдхайм, Австри политикĕ.
- Утă, 22 — Татарский Александр Михайлович, Раççей тата совет мультипликаторĕ.
- Юпа, 10 — Сошальский Владимир Борисович, вырăс актёрĕ.
- Юпа, 30 — Шорникова Елена Васильевна, чăваш актриси.